Публикации педагогических материалов:
текстовые статьи и презентации
  • lu_res@mail.ru
  • Следующее обновление сборников с № ISBN 05.05.2024г.

Регистрационный номер СМИ: ЭЛ № ФС 77 - 69099 от 14.03.2017г.  Смотреть

Идентификатор Издательства в Российской книжной палате: 9908210  Смотреть

     
kn publ express   kn publ isbn
     
     
kn publ ob   kn publ master
     

Методическая разработка урока родного языка (чувашского) в 3 классе "Йĕрке хисеп ячĕ. Чăваш театрĕ"

Дата публикации: 2021-09-25 07:11:25
Статью разместил(а):
Александрова Наталия Викторовна

Методическая разработка урока родного языка (чувашского) в 3 классе "Йĕрке хисеп ячĕ. Чăваш театрĕ"

Автор: Александрова Наталия Викторовна

МБОУ «СОШ № 60», г. Чебоксары

 

Урок этапĕсем

Вĕрентекен ĕç-хĕлĕ

Вĕренекенсен ĕç-хĕлĕ

Формирование УУД

 I. Урока йěркелени

1. Вĕрентекен сăмахě. Ачасене сывлăх сунать, урокра активлă ĕçлеме хĕтĕртет.Ачасенчен хăйсен кăмăлĕ мĕнлине жестпа кăтартма ыйтать. Ачасене моцивацилеме сăвă вулаттарать.

Кăмăлне жестпа кăтартаççĕ.

Сăвва вĕрентекен хыççăн калаççĕ:

Эпир маттур, маттур, маттур.Эпир маттур ачасем.

Эпир ăслă, ăслă, ăслă. Эпир ăслă ачасем.Эпир вулатпăр, çыратпăр, урокра тимлĕ ларатпăр.

Личностные УУД: мобилизация внимания, уважение к окружающим

Регулятивные УУД: эмоционально-положительный настрой на урок, создание ситуации успеха, доверия.

Коммуникативные УУД: планирование учебного сотрудничества с учителем и сверстниками

II. Вěренÿ ěçне пуçăнма хавхалантарни

1. Вĕрентекен сăмахě. Хăй аллинчи чечексен шутне пĕрерĕн шутлаттарать. Ачасене валеçе парать. Панă май кашнинех пĕрер ырă сăмах калать.

Шутлаççĕ. Тав сăмахĕ каласа йышăнаççĕ.

Личностные УУД: мобилизация внимания, уважение к окружающим

Регулятивные УУД: эмоционально-положительный настрой на урок, создание ситуации успеха, доверия.

Коммуникативные УУД: планирование учебного сотрудничества с учителем и сверстниками.

III.Ачасен тěп пěлěвне (е малтан илнě) пěлěвне вăратни.

 

1. «Мозговой штурм»

- Эсĕ миçемĕш класра вĕренетĕн?

- Сирĕн класра миçе ача?

- Халĕ класра миçе ача?

- Миçе арçын ача?

- Миçе хĕр ача?

- Эсĕ миçе çулта?

- Эсĕ миçемĕш шкулта вĕренетĕн?

- Миçемĕш троллейбуспа килтĕн?

- Паян миçемĕш число?

- Халĕ миçе сехет?

- Эпĕ сире мĕншĕн çак ыйтусене патăм-ши?

Паянхи урок темипе çыхăнтарăр.

2. Проблемăллă ситуаци туни.

- Хисеп ячĕсене усă курма пĕлни пурнăçра кирлĕ –и?

- Сирĕн паян хисеп ячĕсем çинчен мĕн пĕлес килет?

3. Вăйă выляни. Алăсене çырма хатĕрлеме сăвăласа хусканусем тутарттарать.

4. Чистописани саманчĕ. Паянхи числона, эреше тетраде çырма сĕнет.

5. Ачасем ĕçленĕ хушăра хуллен кĕвĕ итлеттерет.

Ыйтусене хуравлаççĕ.

 

Урокăн темине палăртаççĕ.

 Йĕрке хисеп ячĕсен пуплеври вырăнĕ пирки калаççĕ: хăçан çуралнине, паянхи числона калама, уроксем çинчен калаçнă чух т.ыт.те кирлĕ.

Урок тĕллевĕсене лартаççĕ.

Сăвăпа пÿрнесене вылятаççĕ:

Акă манăн пÿрнесем - 1,2,3,4,5

Пĕрремĕш - пуç пÿрне,

Иккĕмĕш – шĕвĕр пÿрне,

Виççĕмĕш-вăта пÿрне,

Тăваттăмĕш – шĕвĕр пÿрне,

Пиллĕкмĕш – кача пÿрне

 

Паянхи числона, эреше тетрадь çине çыраççĕ, кĕвĕ итлеççĕ.

Коммуникативные УУД:

Умение выражать свои мысли; достижение договоренностей и согласование общего решения.

Регулятивные УУД:

Постановка учебной задачи на основе соотнесения усвоенного и нового материала; умение планировать и оцнивать свои действия

Познавательные УУД: умение анализировать материал; поиск и выделение необходимой информации

IV. Çěнě темăна вěренни

1. Вĕрентекен сăмахě. Предложенири хисеп ячĕсем патне ыйтусем лартма сĕнет. Пĕри шут хисепĕ, тепри йĕрке хисепĕ пулнине палăрттарать.

2. Карточкăпа ěçлени. Карточкăри числосене Анюк вĕрентекенрен ыйтрĕ те çапла çырса хучĕ: пин те тăхăрçĕр вун саккăрмĕш çул, пин те тăхăрçĕр çирĕммĕш çул, икĕ пин те вун тăххăрмĕш çул. Тĕслĕхсенчи пĕрпеклĕхсене туптарать. Йĕрке хисеп ячĕсем патне ыйту лартма сĕнет.

3. Çыру ěçě. Йĕрке хисеп ячĕсене тетрадь çине çырса хума ыйтать.

4. Презентаципе ěçлени. Презентацири профессиллĕ театрсене ÿкернĕ слайда кăтартать. Шупашкарта миçе профессиллĕ театр тата мĕн ятлине палăртма ыйтать.

Атăл хĕрринче мĕнле театр вырнаçнине, унта кам пулнине ыйтать? 

5. Диалог туни. Кĕнекери икĕ тус, Ваньăпа Саша та театра çÿреме юратаççĕ. Вĕсем хăш театра çÿреме юратаççĕ-ши, вуласа пĕлер-ха. Панă тěслěхпе диалог тутарттарать. 

6. Кластер туни. Ачасем чăваш театрĕ мĕнле? Айтăр кластер тăвар. Панă сăмахсенчен чăваш театрĕпе килĕшÿллĕ сăмахсене суйлаттарать.

7. Вăйă. Театрта хамăра мĕнле тытмалла-ши?

Театрти этикетпа вăйăра паллаштарать.

8. Схемăпа ěçлени. Ачасене 2019, 1918,1920 çырнă числосене калама ыйтать. Панă числосене театрпа çыхăнтарма ыйтать.

-Мĕнле йывăлăх сиксе тухрĕ?

- Апла мĕн тумалла-ши?

Театр çинчен ачасен пĕлĕвне анлăлаттарать.

9. Текста итлени. Кĕнекери текста диктор хыççăн йĕрлесе пыма сĕнет.

10. Куçару- шырав. Хисеп ячĕллĕ предложенисене куçарма ыйтать.

11. Текста вулани. Çурма сасăпа вулаттарать.

12. Монолог. Мĕн çĕннине пĕлнине каласа пама ыйтать.

13. Кану саманчĕ.

Хисеп ячĕсем патне ыйтусем лартаççĕ. Уйрăмлăхĕсене палăртаççĕ.

 

Пинрен ытларах числосене каланă чух пин сăмах хыççăн те сăмах каламаллине ас туса юлаççĕ.

 

Йĕрке хисеп ячĕсене тетрадь çине çыраççĕ.

Шупашкарти профессиллĕ театрсен шутне, ячĕсене калаççĕ. Хăйсем хăш театрта пулнине калаççĕ.

 

Кẽнекери 194 страницảри 3 хảнảхтарури диалога вулаççĕ, тĕслĕхпе усă курса хảйсем тẽллẽн диалог тảваḉḉẽ.

 

Чăваш театрĕпе килĕшÿллĕ самахсенчен кластер тăваççĕ.

 

Театрта хăйсене тĕрĕс тытассине вăйă урлă çирĕплетеççĕ. Театрти этикетпа килĕшÿллĕ сăмахсене суйласа илĕççĕ, мĕншĕн апла тунине ăнлантарса пыраççĕ.

Датăсене событисемпе çыхăнтарни.

-Кашни хисеп ятне театрпа çыхăнтараймарăмăр.

Апла пĕлĕве анлăлатмалла.

 

Вулнине тимлĕ итлесе, йĕрлесе пыраççĕ. 

Хисеп ячĕллĕ предложенисене текстра шыраççě, куçараççĕ.

Çурма сасăпа вулаççĕ.

 

Мĕн çĕннине пĕлнине каласа параççĕ.

 

Сăвăласа хусканусем тăваççĕ:

Эпир театра каятпăр (вырăнта утаççĕ)

1,2,3, (алăçупаççĕ, аялта, кăкăр тĕĕнче, çÿлте)

Юрăсем юрлатпăр (пуçсене хускатаççĕ)

1,2,3

Ташăсем ташлатпăр (урана сылтăалла, сулахайалла хускатаççĕ)

1,2,3

Питĕ туслă пурăнатпăр (ал тупанне чăмăртаççĕ, пуç пÿрнине çĕклеççĕ)

1,2,3.

Регулятивные УУД: коррекция-внесение необходимых корректив план и способ действия в случае расхождения эталона, реального действия и его продукта.

Познавательные УУД: анализ объектов с целью выделенияпризнаков, выбороснования и критериев для классификации объектов.

Коммуникативные УУД: Слышать и слушать друг-друга; умение устанавливать рабочие отношения, эффективно сотрудничать, обмениваться знаниями.

V. Пěлÿпе хăнăхăва пирвайхи хут тěрěслени

1. Схемăпа ěçлени. Илнĕ пĕлÿсемпе усă курса схема тăрăх каласа пама сĕнет.

 Ушкăпа ĕçлĕççĕ. Схемăпа усă курса каласа параççĕ.

 

Познавательные УУД: умение структуировать знания.

Личностные УУД: потребность всамовыражении и самореализации.

Коммуникативные УУД: Слышать и слушать друг-друга; умение устанавливать рабочие отношения, эффективно сотрудничать, обмениваться знаниями

VI. Пěлěве пěрремĕш хут çирĕплетни

1. Карточкăпа ĕçлени. Панă предложенисенчен хисеп ячĕсене япала ячĕсемпе пĕрле çырса илĕр. Ыйтăвне лартăр: Пин те тăхăр çĕр вун тăххăрмĕш çул Раççейре театр çулталăкĕ. Шупашкарта пилĕк профессиллĕ театр. Чăваш театрĕ пин те тăхăр çĕр вун саккăмĕш çулта Хусанта уçăлнă. Вăл пин те тăхăр çĕр çирĕмĕш çулта Шупашкара куçса килнĕ.

Мĕншĕн Шупашкарта мар Хусанта уçăлнине каласа хăварать.

2. «Пресс-конференци» вăйă. Пĕрремĕш ушкăн журналистсем, иккĕмĕш – лингвистсем. Журналистсем лингвистсенчен паянхи темăпа килĕшÿллĕ ыйтусем параççĕ. Урокра вĕреннĕ материалпа усă кураççĕ. Шăпа ярса рольсене туптарать.

Ачасем тетрадь çинче, пĕр ачи доска умĕнче саспа каласа пурнăçлаççĕ.

 

Журналистсем ыйтаççĕ, лингвистсем хуравлаççĕ.

Шăпа сăвви:

Эп - Гагарин,

Эс - Титов,

Вăл - Валерий Соколов,

Андриян пекех маттур

Кам пуласшăн сик те тух.

Коммуникативные УУД: речевое отображение учеником содержания совершаемых действий, адекватно использовать коммуникативные, прежде всего речевые, средства для решения различных коммуникативных задач; владеть диалогической формой коммуникации.

 

Познавательные УУД: строить небольшие сообщения в устной форме.

Регулятивные УУД: преобразование практическую задачу в познавательную.

VII. Тěрĕслев. Пěлěве ача хăй тěллěн тěрěслени.

1. Тест.

1)Чăваш театрĕ …хĕрринче вырнаçнă.

 а) Атăл; ă) Çавал; б) Сăр; в) Кĕтне

2) Ăна … ятне панă.

а) Çеçпĕл Мишши; ă) И.Я. Яковлев; б) К.В. Иванов; в) И.С. Максимов-Кошкинский

3) Миçемĕш çултанпа чăваш театрĕ Шупашкарта ĕçлет?

а) 1918; ă) 1930; б) 1920; в) 2019

4) Йĕрке хисеп ячĕ çумне мĕнле аффикс хушăнать?

а) –сăр; ă) –па; б) –мĕш; в) -ра

5) Хисеп ячĕн ыйтăвĕ.

а) миçе? ă) кам? б) миçемĕш? в) мĕнле?

2. Графикра пурнăçлаттарать.

3. Пĕр-пĕринпе ылмаштарса тĕрĕслеттерет.

Тест ыйтăвĕн тĕрĕс хуравĕсене диаграммăна çыраççĕ.

 

Панă графикра тестăн тĕрĕс хуравĕсене палăртаççĕ.

Пĕр-пĕринпе ылмаштарса тĕрĕслеççĕ.

Регулятивные:
прогнозирование - предвосхищение результата и уровня усвоения знаний.
Познавательные:
умение структурировать знания.

VIII. Урок пĕтĕмлетĕвĕ. Рефлекси

1. Ыйтусем пани.

Кашни ушкăна пĕтĕмлетÿ тутарать.

-Урокра мĕн тума вĕрентĕн?

 - Урокра мĕн çĕнни пĕлтĕн?

- Урокăн хăш саманчĕ килĕшрĕ?

- Мĕн йывăр пулчĕ?

- Киле кайсан аçупа-аннÿне мĕн каласа паратăн?

- Паян илнĕ пĕлĕве ăçта усă курăн?

2. Вĕрентекен сăмахĕ.

Ачасем паян эпир хисеп ячĕсене театрпа çыхăнтартăмăр. Кăçал театр çулталăкĕнче ку уйрăмах актуаллă. Ачасем, тăрăшса тата чуна парса ĕçлени çынна мухтава кăларать. Пире валли илемлĕ те чаплă театр пултăр тесе мĕн чухлĕ çын вăй хурать. Артист ĕçĕ те çăмăл мар: кăнтăрла репетици, каçпа сцена. Çапах та вĕсем йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ. Çынсен чунĕсене илемлĕрех те пуянрах тума тăрăшаççĕ.Эсир театра çÿрĕр. Вăл сирĕн чунăрсене пуянлатĕ.

3. «Вазăна чечек ларт» вăйă. Артистсен ĕçне хакласа куракан тăвăллăн алă çупать, чечек çыххи парнелет. Эсир паян хăвăр ĕçĕре мĕнле хак панă пулăттăр? Çак вазăна чечексем пуçтарса хурăпăр. Урокра питĕ лайăх ăнлантăр, активлă ĕçлерĕр пулсан хĕрлĕ чечек, йывăртарах пулчĕ пулсан кăвак, ăланмарăр , йывăр пулчĕ пулсан сарă чечек çыпăçтарăр.

4. «Сăмах майлашăвĕн сăнчăрĕ».

Кашни ачинех сăнчăрла пĕри теприне ырă сăмах калаттарать. 

5.Вĕрентекен хаклавĕ.

Урокра чи хастар та пултаруллă пулнă вĕренекене çитес канмалли кун театра йыхравлать.

Хăйсен шухăшне палăртаççĕ.

 

Хăйсен ĕç-хĕлне тивĕçтерекен тĕслĕ чечек лартаççĕ.

 

Сăнчăрла пĕри теприне ырă сăмах калать.

Познавательные УУД: Рефлексия способов и условий действия; контроль и оценка процесса и результатов деятельности.

Коммуникативные УУД: Выражение своих мыслей полно и точно.  

IX. Килте тумалли ĕç çинчен пĕлтерни

Киле ĕç суйлавлă парать. 1) Чăваш театрĕ çинчен каласа пар (5-6 предложени); 2) «Чăваш театрĕ темăпа ÿкерчĕк туса кил. 3) Кĕнекери текста илемлĕ вулама хатĕрлен.

Урок вĕçленчĕ. Кăмăлсем мĕнле? Яланах çапла пултăр. Тепре тĕл пуличчен.

Киле ĕçе суйласа илсе дневнике çыраççĕ.

 

 

Литература:

1. Волков М.К., Печников О.И. Чăваш чĕлхине иккĕмĕшле е ютла верентессин меслетлĕхĕ. Хушса çĕнетнĕ иккĕмĕш кăларăм.– Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2008. – 256с.

2. Игнатьева В.И., Чернова Н.Н, Николаева Л.В. Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 3-мĕш класĕ валли. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008. – 319с.

3. Садкина В.И. 101 педагогическая идея. Как создать урок. – Ростов н/Дону: Феникс, 2015.

4. Чăваш чĕлхин орфографии словарĕ/ Чăваш патшалăх гуманитарии ăслăлăхĕсен институчĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2013. – 399с.

5. Чăвашла-вырăсла тата вырăсла-чăвашла словарь. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2006. – 432с.

  

.  .  .